«Чăваш чĕлхи кунĕ» класс сехечĕн сценарийĕ. (Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ тата 6-мĕш класăн класс ертÿçи пулнă май ман ĕç ытти вĕрентекенсене те усăллă пуласса шанас килет)
Класс сехечĕн эпиграфĕ: (доска çине çырса хумалла)
Тăван халăхна
Ĕмĕрне те ан ман:
Ăсра та, ăшра та
Вăл пултăр ялан. (А.Канаш)
Ертсе пыракансем (хěр ачапа арçын ача) сцена çине тухаççě, чǎваш гимнě янраса каять, вĕренекенсем ура çине тǎраççĕ. Гимн вĕçленсен 1-мĕш сăвă вулакан Антонина Тямина çырнă сăвва вулать.
1-мĕш сăвă вулакан
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,
Шăнкăр-шăнкăр юхакан юрришĕн,
Тăпăл-тăпăл тăпăлти ташшишĕн,
Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,
Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн,
Савăнатăп эп вĕсем пурришĕн! (Антонина Тямина)
1ертсе пыракан Ырă кун пултăр сире, туссем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă чĕлхе. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма та пулать.
2ертсе пыракан Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, кашни чăваш тăван чĕлхе кунне уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелесе яраканĕ И. Я. Яковлев çуралнă. Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа хатĕрленеççĕ. Мĕнле савăнмăн –ха çакăншăн?
Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И. Я. Яковлев çуралнă кунĕнче иртекен уява палăртма пуçланăранпа кăçал 28 çул çитет — постановление 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Эпир те паян чăваш чĕлхи кунне палăртма пуçтарăнтăмăр.
1ертсе пыракан П.Хусанкай çырнă «Йыхрав» сăвва вулать.
Çак çěре эсир пěлетěр-и:
Ватă та вăл; ĕмĕр çамрăк та.
Уявра уяв ку çěршывра,
Ĕçěпе - хускатě вăл тăва!
Кам-ха, кам çак халăха пěлет:
Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет.
Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,
Çĕр пин тĕслě тĕрě вăл тěрлет...
2ертсе пыракан Тăван чĕлхе пуриншĕн те хаклă çав. И.Я.Яковлев тăван чĕлхене яланах халăхăн ăс-хакăл мулĕ вырăнне хунă. Вăл каланă нумай-нумай шухăшсем çунатлă сăмахсем пулса пиншер çын чĕрине кĕрсе вырнаçнă. «Тăван чĕлхе атте-анне пекех, эпир суйласа илместпĕр ăна. Турă панă атте-анне парни вăл – чĕлхе», – тенĕ Г.А.Дегтярев чĕлхеçĕ.
1ертсе пыракан. Чăваш чĕлхи çав тери пуян. Мĕн чухлĕ ваттисен сăмахĕ, каларăш, ытарлă сăмах… Вăл тата мĕн тери çепĕç! Ăна пире атте-анне парнеленĕ. Эпир унпа мухтанма тивĕç. Тăван чĕлхемĕр пире вĕренме, пурăнма, ĕçлеме хавхалантарать, уявсенче кăмăл-туйăма çĕклет, çынсемпе хутшăнма пулăшать. «Чĕлхе - халăх мулĕ», - тенĕ ĕлĕкрех. Унра халахăн илемĕхĕ, савăнăçĕ, киленĕвĕ.
2ертсе пыракан. Чăваш чĕлхи ваттисен сăмахĕсемпе те пуян. Халĕ эпир „Ваттисен сăмахĕсен мăшăрне туп” вăйă вылятпăр
(Ваттисен сăмахĕсене карточкăсем çине çырса памалла пуçламăш пайне пĕр карточка çине, вĕçне - тепĕр карточка çине)
Тăван чĕлхе – иксĕлми ăс – тăн çăлкуçĕ.
Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ.
Чĕлхе – тăван, чĕлхе – тăшман.
Чĕлхе – çын тĕрекĕ.
Чĕлхепе Атăл та пĕвелеме пулать.
Чĕлхене пуртă витмен.
Чĕлхепе мар, ĕçпе мухтан.
Чĕлхе таçта та çитерет.
1ертсе пыракан
Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.
Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Янăрать сăпайлăн, уççăн, чăвашла.
Сăпкари ача та кулчĕ чăвашла.
Савăнса ăна сап-сар хĕвел савать.
Ман мухтавлă халăх килĕнче
Çынна çын хисеплĕн ыр сунса савать.
Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.
Пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Калаçса çÿретĕп эпĕ - чăвашла.
(Л.Мартьянова)
1ертсе пыракан «Пур чĕлхе те чаплă пулин те, маншăн чи чапли - чăваш чĕлхи. Вăл çĕр çинчи чи ватă чĕлхесенчен пĕри. Çак çепĕç чĕлхепе пирĕн асаттесемпе асаннесем калаçнă. Вĕсем пире чăваш чĕлхине халалласа хăварнă. Пире шкулта чăвашла калаçма, çырма, вулама вĕрентеççĕ. Чăваш чĕлхи епле çепĕççĕн янăрать! Тепĕр чухне итлетĕн те –ялсенче ачасем вырăсла калаçаççĕ, пĕчĕкрен чăвашла калаçма манса пыраççĕ. Чăвашсем, хăвăрăн тăван чĕлхене ан манăр, ăна ан çухатăр! Чăваш чĕлхи пулмасан чăваш ячĕ те çухалма пултарĕ. Ăна упрăр, май çитнĕ таран аталантарăр! Çĕр пичĕ çинчен çухалма ан парăр!
2ертсе пыракан Ытарайми тaван чĕлхемĕр,
Сана манмастпăр ĕмĕрне.
Çухатас çук атте-аннемĕр
Пире пилленĕ парнене.
(Ваcлей Давыдов — Анатри)
1ертсе пыракан Пурнăçра – пĕр анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси –пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,- ак мĕнле пархатарлă вĕрентекенĕмĕрĕн шухaшĕ .
Ман çĕр-шыв — çĕр пин юрă çĕр-шывĕ,
Калаçать вăл çĕр пин сăмахпа.
Ун çĕр пин тĕррине эс куç хывăн
Чи телейлĕ, таса туйăмпа.
(В. Шемекеев)
Халĕ сире чăваш халăх артистки Августа Уляндина шăрантаракан „Илемлĕ...” юрра итлеме сĕнетпĕр. Чăваш чĕлхи епле илемлĕ, çепĕç пулнине татах та туйса илĕпĕр. (Юрă янăрать)
2-мĕш сăвă калакан Валентина Деменкова сăввине калать.
Чăваш чĕлхи — чĕкеç чĕлхи,
Мĕн пур унтан çепĕçреххи?
Унпа вĕрентĕм калаçма,
Пуçларăм сăвăсем çырма.
Чăваш чĕлхи — анне чĕлхи,
Мĕн пур унтан хитререххи?
Унпа ăнлантăм пурнăçа,
Унпа эп уçрăм куç-пуçа.
Вăл Çеçпĕл, Иванов чĕлхи,
Мĕн пур унран вичкĕнреххи?
Вичкĕнреххи, селĕмреххи,
Чун-чĕрене çывăхраххи?
Чĕлхем çап-çут хĕвел пекех,
Чипер — вун çич хĕвел пекех,
Чун-чĕрери туйăмсене
Унпа çыратăп хут çине.
Юратрăм хамăн чĕлхене,
Чăваш тумне, тĕррисене.
Чĕлхем çухалмĕ ĕмĕрне,
Вăл упрĕ халăх пĕрлĕхне.( Валентина Деменкова)
1ертсе пыракан
Кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши, чăваш халăх поэчĕсем Ухсай Яккăвĕпе Петĕр Хусанкай, ытти çыравçăсем пирĕн тăван чĕлхемĕре тĕнче умне кăларассишĕн, ун чысне çÿле çĕклессишĕн тăрăшнă. Хăйсен сăввисенче чăваш чĕлхин илемлĕхне, мăнаçлăхне кăтартнă.
Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,
Миçе çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…
Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,
Халь те пулин çивĕч, кăвартан таса, - тесе çырать Çеçпĕл Мишши хăйĕн «Чăваш чĕлхи» сăввинче.
2ертсе пыракан
Килте-и, ютра-и эп - кирек ăçта та,
Кирек хăçан та тав тăвап ăна:
Чĕлхем, санпа тĕнче уççи тытатăп.
Шухăшлама вĕрентрĕн эс мана…
П.Хусанкай «Тăван чĕлхене».
Çак сăмахсем П.Хусанкай чăваш чĕлхине мĕнле юратнине, вăл чĕлхене ытти чĕлхесен шайне çĕклессишĕн епле тăрăшнине кăтартса параççĕ.
1ертсе пыракан
Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ хăйĕн «Чăваш чĕлхи» сăввинче
Туссем калаçнă чух,
Тăван чĕлхемĕр,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе,- тесе мухтать чăваш чĕлхине.
3-мĕш сăвă вулакан
Тăван çырулăх ашшĕне –
Яковлева асра тытатпăр.
Чăвашлăхшăн чун ăшшине
Хĕлхем чĕртсе, çутса хăварнă.
Сас паллипе çырулăха
Пире ыр пил парса хăварнă
Малашлăха, малаллăха
Телейлĕ пурнăç халалланă.
Вăл уçнă Чĕмпĕрти шкулта
Чăваш çынни ăс мулĕ пухнă.
Вăл акнă вăрлăх пит шултра,-
Ăсчахĕсем çĕршерĕн тухнă.
Ивановпа Шупуççынни,
Тайăр Тимки те Федор Павлов…
Вĕсем çунатланса çырни
Халь сумлă та мăнаçлă палăк.
1ертсе пыракан Тăван чĕлхене пĕлекен çын ытти чĕлхесене те хисеплет. Тăван çĕр-шыва юратасси те тăван чĕлхерен, анне сĕчĕпе кĕнĕ чĕлхерен пуçланать.
Кам тăван чĕлхене юратмасть,
Вăл тăван амăшне юратмасть.
Кам тăван амăшне юратмасть,
Вăл тăван халăхне юратмасть.
Кам тăван халăхне юратмасть,
Вăл тăван çĕр-шывне юратмасть.
(П. Эйзин)
2ертсе пыракан Çапла вара, пирĕн уяв вĕçленсе пырать. Тăван халăха, тăван чĕлхене юратса, хисеплесе, аталантарса пурăнар, ача